Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Авӑр Ҫырми ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте тыр-пул вырнӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах комбайн ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Вӑл мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑннине халӗ уҫӑмалатаҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал вырма вӑхӑтӗнче кунашкал пӑтӑрмах Пӑрачкав районӗнче те пулнӑ. Унта та комбайн ҫунма тытӑннӑ. Анах ун чухне пушара часах сӳнтернӗ, ял хуҫалӑх техникин двигатель отсекӗ тата кустӑрмисем сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Фадеев 17 ҫул ӗнтӗ ӗнесем тытать. Унӑн – ферма. Алексей патшалӑх программине хутшӑнса 10 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл унта пӗрре мар хутшӑннӑ. Условисемпе килӗшӳллӗн, патшалӑх проект суммин 60 прцентне финанс тӗлӗшӗнчен пулӑшать. «Ферма хута ямашкӑн патшалӑх 8 миллион тенке яхӑн памалла. Ытти – хамӑрӑн. Пӗтӗмпе ферма 14 миллион тенке яхӑн кайса ларӗ. Резин матсем, ҫутӑ, вентиляци пулӗ», - каласа кӑтартнӑ фермер. Кунсӑр пуҫне Алексей Фадеевӑн хуҫалӑхӗнче 100 ӗне вырнаҫмалӑх ферма хута каять ӗнтӗ. Ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех, кирлӗ оборудование туяннӑ палӑртмалла: фермер патшалӑх пулӑшнипе сӗт нумай паракан 15 ҫамрӑк ӗне туяннӑ. Ку кӑна мар, вӑл выльӑх шутне ӳстересшӗн, пӑрусем валли тепӗр корпус тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх надзорӗн Чӑваш Республикинчи тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ ҫӗр улми ракӗ пирки асӑрхаттарать. Унпа чирлӗ тымар ҫимӗҫе асӑрхасан специалистсене пӗлтерме сӗнет. Ҫӗр улми ракӗ хӑрушӑ карантин объекчӗ шутланать иккен. Ӑна Synchytrium endobioticum (Schilbersky) Percival текен кӑмпа пуҫарать. Рак ҫӗр улмин мӗнпур пайне сиенлетет. Ҫав шутра — ҫулҫине, чечекне. Вӑл тымара кӑна лекмест-мӗн. Рак палли — чечеклӗ купӑста евӗр кӑтрашка ӳссе ларни. Мӑкӑль виҫи тӗрлӗрен пулать. Пӗчӗк пӑрҫа евӗрлинчен пуҫласа тымар ҫимӗҫрен иртекенни таранах. Ҫӗр айӗнче ӳснӗ мӑкӑль шурӑ тӗслӗ, ҫӗр ҫинче аталанни — симӗс. Юлашкинчен ҫавсем хуралса ҫӗрсе каяҫҫӗ. Ракпа чирлӗ ҫӗр улмине асӑрхасан специалистсене пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та вӑл кӗҫех пуҫланӗ. Ярмӑрккӑ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Яланхи пекех унта пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, фермерсен продукцине туянма май пулӗ. Ярмӑрккӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене кӑтартма пултараҫҫӗ, сутаҫҫӗ. Ҫынсем вара пахалӑхлӑ ҫимӗҫе йӳнӗрех хакма туянма пултараҫҫӗ. Ярмӑрккӑ «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» универмаг хыҫӗнчи пасарта ӗҫлӗ. Ял хуҫалӑх продукцине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗччен туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпӳ районӗнчи хресчен хресчен хӑй туса илекен продукцие чикӗ леш енне ӑсатать. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — Андрей Васильевич Хорошавин усламҫӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас тӑрӑхӗнче тӑрӑшать. Чӑваш хресченӗ чикӗ леш енне, Европӑна, вика ӑсатнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслевӗн тата Раҫҫей чиккинчи тата транспортри тӗрӗслевӗн пайӗ тӗш тырӑна пахаланӑ. Выльӑх апачӗллӗх вика Раҫҫейӗн тата Евросоюзӑн ветеринари нормисене тивӗҫтернӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ мӗнпур парти — 22 тонна вика — Польшӑна кайма юрӑхлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Раҫҫейре, чикӗ леш енче вӗлле хурчӗсем нумай вилни пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра вӗсем нумай пӗтмен-ха, ҫапах йышӗ 20 процент чакнӑ. «Агентство по пчеловодству» (чӑв. «Вӗлле хурчӗсене ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен агентство») акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсем ытларах чухне хурт-хӑмӑр тытакансене уй-хире удобренисемпе тата гербицидсемпе сапнине маларах пӗлтерменшӗн вилеҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхе пӗтерес тӗллевпе ЧР ял хуҫалӑх министрӗ ЧР Патшалӑх ветеринари службине министерствӑпа пӗрле республикӑри утарсен даннӑйсен базине тума, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен паспортизацине хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Улатӑр районӗнче кӗрхи рапс акма пуҫланӑ. Ӗҫе «КиПиАй Агро Сеченово» тулли мар яваплӑ обществӑра кӳлӗннӗ. Паянхи кун тӗлне унта 270 гектар акнӑ. Пӗтӗмпе 500 гектартан кая мар акасшӑн. Рапс епле акнипе Тутарстанри аграрисем паллашнӑ. Кӳршӗллӗ регионти делегаци ял хуҫалӑх эксперчӗпе Денис Внутскихпа килсе ҫитнӗ. Ака епле пынипе паллашма Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая та вырӑна тухса кайнӑ. Холдинг пуҫлӑхӗ Виктор Журба акара усӑ куракан агрегатпа паллаштарнӑ. «БиоДрилл» сеялкӑна «Вадерштад Карриер» культиватор ҫине вырнаҫтарнӑ. Сеялка ака виҫине йӗркелесе тӑрать. Вӑл хӑвӑртлӑхран килет. Тӑпрана малтанласа сухаламасӑр акаканскер ӗҫе хӑвӑртлатма, тӑпрари нӳрӗлӗхе упраса хӑварма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» предприятине урӑх ҫын туянасшӑн. Ҫакӑн пирки «Советская Чувашия» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен, Чӑваш Енри чӑх-чӗп хапрӑкне Волгоград облаҫӗнчи пӗр предприяти туянасшӑн. Унти «МегаМикс» компанисен ушкӑнӗ куҫ хывнӑ иккен. Ҫапах та кунта пӗр анчах пур. Чӑх-чӗп хапрӑкӗн пурлӑхӗ — Перекет банкӗнче салукра. Апла пулсан, сутма Перекет банкӗ ирӗк пани кирлӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, предприятин кредит учрежденийӗнчен процентпа кивҫен укҫа илнӗ чух пурлӑха салука хывнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: «Юрма» предприятипе Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг та хӑй вӑхӑтӗнче кӑсӑкланнӑччӗ. Кун пирки сас-хура 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тутарстанри предприяти туянас шухӑша улӑштарнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин (вӑл Элтепер отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать) Пӑрачкав районӗнче ӗҫпе пулнӑ. Ӗнер вӑл унта ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ: Китай инвесторӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче 2 пин гектар ҫӗр тара илме хатӗрленеҫҫӗ. Палӑртмалла: Пӑрачкав тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем ҫӗр унчченех тара илнӗ. Унта 4 пин пуҫ сумалли ӗне валли тата 2 пин пуҫ выльӑх какай валли усрасшӑн. Ҫакӑ «Чӑваш Ен – Сычуань» агропарк тӑвассипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев палӑртнӑ тӑрӑх, района инвестор килнӗренпе усӑ курман ҫӗрсем пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗнӗ. Китайсем унта 5029 гектар ҫӗр тара илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Валентина Саперова — Тутарстанран. Унти Кивӗ Илтрекьелӗнче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах пӗве кӗнӗ. Халӗ унтах пурӑнать. Вӑл — чӑваш. Фермӑра ӗҫлет. «Аксу Агро» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑра. Сӗт-ҫу комплексӗнче пилӗк ҫула яхӑн ӗне сӑвать. Ҫамрӑк чухне физкультура енӗпе техникумра вӗреннӗ вӑл. Анчах ӗҫ тупӑнманран поварта ӗҫленӗ Валентина Саперова. Кайран — фермӑра. Нумай пулмасть Вера Саперова дояркӑсен республикӑри конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Унта вӑл ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн чӑваш дояркине машина парнеленӗ. Кӗпе ҫӑваканни. Саперован машина унччен пулнӑ. Анчах кивелнӗ вӑл. Парнешӗн чӑваш доярки питӗ савӑннӑ. Конкурса пурӗ 44 доярка хутшӑннӑ. Ӑмӑртура Валентина Саперова чӑваш ҫухалса кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |